Нумаях пулмасть хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ пуҫланнӑ. Вӑл Дохӑра юпа уйӑхӗн 22-31-мӗшӗсенче иртет.
Ӑмӑртӑва 100 ҫӗршыври 1300 яхӑн спортсмен пухӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне пирӗн ентеш Елена Свиридова (хӗр чухнехи хушамачӗ – Иванова) кӗнӗ.
Елена 200 метрлӑ дистанцире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл финиша 29,67 ҫеккунтра ҫитнӗ. Ҫапла майпа маттур спортсменка Европӑри рекорда ҫӗнетнӗ.
Елена каланӑ тӑрӑх, вӑл куншӑн питӗ хӗпӗртет. Ара, вӑл ывӑл ҫуратнӑранпа ҫулталӑк ҫеҫ ҫитнӗ-ҫке. Вӑл ҫак ҫӗнтерӗве ӑна халалланӑ.
Хальлӗхе Раҫҫей команди иккӗмӗш вырӑнта пырать. Чи малта – Китай. Виҫҫӗмӗшӗнче – АПШ тата Бразили.