Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Красноармейски вӑрманӗ ҫумӗнчи «Факел» стадионӑн ҫеремӗ ҫинче йӑлана кӗнӗ уяв, Акатуй, иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул тата Красноармейски районӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Ирхине районӑн кӗтнӗ хӑнисем тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.И.Антонов вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ салтаксене чысласа лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
9 сехетре Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Данилов районӑн ҫулталӑк хушшинчи ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хатӗрленӗ радиорепортаж янӑрарӗ. Кӗҫех районти ал ӑстисен выставки, ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх площадкисем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.
11 сехетре савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ. Ӑна сӑмах каласа район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Н.И.Антонов уҫрӗ. Вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурне те уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Уява пухӑннисем театрализациленӗ композиципе пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне пӑхса савӑнчӗҫ. Уявра лавккасем ӗҫлерӗҫ, уҫӑ сывлӑшра тутлӑ апат-ҫимӗҫ туянса астивме те май пулчӗ. Спорта кӑмӑллакансем тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ.
cakanar turhane // 1266.7.4973
2010.06.15 13:54 | |
эп унта пулса=) сăра ĕçсе, пыл çиса.. |