Ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхне тунӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа юбилейлӗ курав уҫӑлать.
Ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвне 1935 ҫулта, республикӑн I художниксен пухӑвӗнче тума йышӑннӑ. Пӗрлӗхе йӗркелекенсен хушшинче сумлӑ чӑваш ӳнерҫисем тӑнӑ — А.А. Кокель, М.С. Спиридонов, Н.С. Сверчков, Ю.А. Зайцев. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешӗве патшалӑхӑн чи лайӑх аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑ ҫӑмрӑксем хушӑннӑ — Н.В. Овчинников, Р.М. Ермолаева, В.С. Гурин, П.Г. Григорьев-Савушкин, А.И. Миттов.
Ӳнерҫӗсен ушкӑнӗ халӗ те сумлӑ — вӗсен хушшинче хальхи талантлӑ художниксем: Р.Ф. Федоров, В.Г. Бритвин, В.П. Нагорнов, Н.П. Карачарсков, А.П. Анохин, К.А. Долгашев. Вӗсен аллинче ахаль япала аваллӑхпа хальхи вӑхӑта ҫыхӑнтарнӑ евӗр чаплӑ ӳнер ӗҫӗ пулса тӑрать, республикӑри ӳнер ӑстисен шайӗ вӑйлӑ пулнине ҫирӗплетет.
Хальхи курава та ӳнерҫӗсем тӑрӑшса хатӗрленнӗ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче художниксем курава хӑйсен ӗҫӗсене тӑратрӗҫ — чӑн та, вӗсен хушшинче лайӑххи нумайччӗ. Триптихсем, пысӑк калӑпӑшлӑ ӳкерчӗксем. Комисси (пуҫӗнче ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн хальхи ертӳҫи Равель Фёдоров пулчӗ) 200 ытла ӗҫ суйласа илчӗ — вӗсемпе эсир ыран уҫӑлакан куравра паллашма пултаратӑр.