Ҫак ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑри шкулсем валли ҫӗнӗ автобуссем туянма палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви ачасене шкула илсе ҫӳремешкӗн 9 ҫӗнӗ автобус саккас панӑ.
Пӗтӗмпе кун валли 14,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Пӗр автобус 1,6 миллион тенкӗ тӑрать. Ку укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Автобусра 22 вырӑн пулӗ. Вӗсенчен кашнинчех тахограф тата ГЛОНАСС спутник тытӑмӗ пулӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссем ПАЗ маркӑллӑ пулӗҫ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем республикӑна раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитмелле. Ҫапла майпа республикӑри хӑш-пӗр шкулта кивӗ автобуса ҫӗннипе ылмаштарӗҫ.