Паян, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗнче шар курнисене асӑнмалли кун.
1920-мӗш ҫултан пуҫласа 1950-мӗш ҫулчченхи тапхӑра Раҫҫейӗн ҫӗнӗ историйӗн инкеклӗ страници тесе хаклаҫҫӗ. Елчӗкри вулавӑшра ӗҫлекенсем калашле, «миллион-миллион вӑйпитти арҫынпа хӗрарӑма, яшпа хӗре, сӑпкара выртакан пепкене те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрмесемпе лагерьсене илсе кайса пӗтернӗ».
Айӑпсӑр шар курнисем 10 миллион ытла, вӗсене халӑх тӑшманӗ вырӑнне хурса вӗлернӗ.
Айӑпсӑр шар курнисене асӑнса Елчӗк районӗн «Сирӗн ят вилӗмсӗр. Политика репрессийӗнче шар-терт тӳснисен астӑвӑм кӗнеки» кун ҫути курнӑ.
Районти тӗп вулавӑшра нумаях пулмасть ҫав кӗнеке тишкерӗвӗ иртнӗ.
Мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Л. Левый, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ И. Аникина, Чӑваш Республикинчи политика репрессийӗнче шар курнисен общество организацийӗн пайташӗ, ҫак организацин Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи А. Иванов, Александр Невский ячӗллӗ чиркӗвӗн пачӑшки Александр, район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ А. Александрова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (39)