Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Мускаври конкурсра Светлана Тяхмусова 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Софья Савнеш 02.11.2015 19:13 | 2277 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Юпа уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ӑна федерацин тӗллевлӗ программине тӗпе хурса ирттернӗ.

Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрта 43 регионти 182 заявкӑна суйланӑ та икӗ ӗҫе хакланӑ: «Мои методические находки» эссене тата уроксен планӗсене.

Иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухнӑ 75 ҫӗнтерӳҫе — 40 финалиста тата 35 хутшӑнакана — куҫӑн майпа иртекен тапхӑра чӗннӗ.

Икӗ куна тӑсӑлнӑ конкурсра Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Макшӑ, Удмурт, Коми республикисен, Тверь, Мускав, Питӗр хулисен, Ханты-Манси автономи округӗн, Кабардин-Балкар, Карели республикисен, Байкал тӑрӑхӗнчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Кемӗр, Орел, Омск, Новосибирск, Ӗренпур, Воронеж тата ытти облаҫри педагогсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Чӑваш Республикинчен Шупашкарти 43-мӗш шкулти Светлана Тяхмусова, Куславккари 3-мӗш шкулти Валентина Ефимова, Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗнчи Валентина Иванова кайнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентеҫҫӗ. Светлана Тяхмусова тата Валентина Ефимова конкурсри пур тапхӑр витӗр те ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Вӗсем наци тата вырӑс чӗлхине вӗрентес ыйтӑва халалланӑ ҫавра сӗтеле те хутшӑннӑ.

Ҫапла майпа Светлана Тяхмусова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Валентина Ефимовӑн урок тата методика материалӗсене чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Ӑна жюри ятарлӑ дипломпа чысланӑ.

Сӑнсем (7)

#Канаш районӗ, #Куславкка, #Шупашкар, #конкурссем, #чӑваш чӗлхи, #Сухайкасси, #Мускав, #ҫитӗнӳсем, #43-мӗш шкул

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем