Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Г. Волков ячӗпе — «Ылтӑн сӑпка»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 03.11.2015 12:54 | 1620 хут пӑхнӑ
Культура Форумра Николай Угаслов сӑмах илнӗ
Форумра Николай Угаслов сӑмах илнӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе Геннадий Волков этнопедагога асӑнса «Ылтӑн cӑпкa» ятлӑ пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш этнокультура форумӗ иртнӗ.

Унта Калмӑк патшалӑх университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Аркадий Панькин, унти профессор, педагогика наукисен докторӗ Светлана Белова, Воронежри архитектурӑпа строительство университечӗн дизайн кафедрин профессорӗ Елена Губанова, Раҫҫейри тата хамӑр патри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ семинарпа ӑсталӑх ypoкӗ йӗркеленӗ.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 62-мӗш шкулта Раҫҫейри ӑсчахсемпе вӗрентекенсем ӑсталӑх ypoкӗceмne семинарсем ирттернӗ. Унта «Хавхалану» ятпа Раҫҫейри пӗрремӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.

Teпӗp кунне форум культурӑпа ӳнер институчӗнче тӑсӑлнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтра этнопедагогика мелӗпе халӑх культурине сыхласа хӑварасси» темӑпа пӗрремӗш наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Конференцие хутшӑннӑ ЧНК президенчӗ Николай Угаслов Геннадий Волковӑн эткерлӗхне упранӑшӑн тав тунӑ.

— Чӑвашӑн мухтавлӑ ывӑлӗн Геннадий Никандрович Волковӑн эткерлӗхӗ пире чунпа пуян пулма, ытти халӑхпа туслӑ пурӑнма пулӑшать. Унӑн ӗҫӗсене тӗпчени, ӑна пурнӑҫра ycӑ курни пире малалла аталанма, xaмӑp культурӑна пуянлатма май парать, — тенӗ вӑл.

#культура институчӗ, #канашлусем, #культура, #ЧНК, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/499.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем