Вырӑс патшалӑх драма театрӗ ҫак кунсенче Иваново облаҫӗнче спектакльсем кӑтартнӑ. Шупашкара вара Кинешмари Островский ячӗллӗ драма театрӗ килнӗ.
Кӑҫал Кинешмари театр 118 ҫул тултарнӑ. Артистсем паян юлашки спектакльне кӑтартаҫҫӗ. Пӗтӗмпе вӗсем Шупашкара 5 спектакльпе килнӗ. Хӑнасем пӗрремӗш Алексей Рыбниковӑн тата Андрей Вознесенскин «Юнона и Авось» рок-оперине кӑтартнӑ.
Ку спектакле вӗсем Мускаври Маяковский ячӗллӗ театрта та кӑтартнӑ. Унтан вӗсем тӳрех Шупашкар сцени ҫине тухнӑ. Постановкӑра кӗвӗ «чӗрӗ».
Тӗлӗнмелле те, Дева Марийӑн арине Кинешмари вӑтам шкулта вӗрентекен калӑплать. Хормейстр тивӗҫне чиркӳ хорӗн регенчӗ Светлана Фокина пурнӑҫланӑ. Кӗвве рок-ушкӑн юрлать.
Рыбниковӑн кӗвви тата Вознесенскин поэзийӗ классика пулса тӑнӑ. Кинешма артисчӗсен «Юнона и Авось» спектакльне курма ҫын лӑк тулли пухӑннӑ.