Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалланӑ астӑвӑм палли тинех хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Ӑна хӑйӗн вырӑнӗнчен илнӗренпе чылай ҫул хыҫа юлнӑ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварӗнчи астӑвӑм паллине иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, нумай хутлӑ ҫурта хӑпартнӑ чухне, илнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцин ертӳҫи Дмитрий Евсеев хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑл хула администрацине астӑвӑм хӑмине вырӑна лартмашкӑн ыйтса ҫырнӑ. «Ӑна нумай хутлӑ ҫурта тунӑ чухне илнӗ те ун пирки манса кайнӑ, вӑл вӑхӑтра ку модӑна кӗнӗ-ҫке», — ҫырнӑ Дмитрий Евсеев.
Астӑвӑм хӑмине вырнаҫтарнӑ чухне кӑлтӑк сиксе тухнӑ: архивра палӑк пирки ҫырнисем сыхланса юлман-мӗн. Ҫапах хӑмана хӑй вырӑнне лартнӑ. Таврари лапама хӑтлӑх та кӗртме шантарнӑ.