Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртри ҫынсем тӑваттӑмӗш эрне газсӑр пурӑнаҫҫӗ. Апат та ӑшӑтаймаҫҫӗ вӗсем, чей те вӗретеймеҫҫӗ. Газ ҫукки пӗтерет вӗсене.
Ҫуртра пӑрӑхсене улӑштарнӑ-мӗн. Анчах газа халь те яман. Пӑрӑха юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех улӑштарнӑ. Урамра пӗр пайне пачах сыпӑнтарман-мӗн. Управляющи компанийӗ шантарса ҫеҫ пурӑнать.
Ҫынсен вара мӗн тӑвас? Ирӗксӗрех электричествӑпа ӗҫлекен плита илме тивет. Ҫуртра ачаллисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Акӑ Наталья виҫӗ ача ҫитӗнтерет. Газ ҫукран вӗсене вӑл кӑритура та кӑлармасть — сивӗ унта.
Газ плитисене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ-мӗн: вӗсем юрӑхсӑр, ӗҫлеттерме юрамасть. Ҫапла ӑнлантарать управляющи компанийӗ. Плитасене улӑштарма укҫа кирлӗ. Анчах ҫук. Ҫуртра кварплата тӳлеменнисем те нумай-мӗн. Компани хальлӗхе плитасене мӗн укҫипе туянмаллине пӗлмест.
Компани каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсемпе пуху ирттересшӗн. Анчах лешсем пӗр чӗлхе тупма ҫунмаҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри коммуналлӑ тӑкакшӑн килекен квитанцисене шута илмест, укҫа тӳлемест-ҫке.