Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вулавӑша парне — Сениэль кӗнекисем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.11.2015 17:42 | 1589 хут пӑхнӑ
Культура Иван Егоров
Иван Егоров

Темиҫе уйӑх каяллахи ҫак ӗҫ пирки паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — республикӑн Наци вулавӑшне уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын 503 кӗнеке парнелени пирки.

Наци вулавӑшӗн фондне пуянлатаканни — чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров. Парнеленӗ кӗнекесем хушшинче Иван Егоровӑн хӑйӗн кӗнекисем те пур, унӑн аслӑ пиччӗшӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Михаил Сениэлӗн суйласа илнӗ хайлавӗсем те. Вӑл шутра — сӑвӑсем, поэмӑсем, «Альма-матер» роман, «Листья на ветру», «Предвечерний свет» сӑвӑсен пуххисем тата Иван Егоровӑн «Ҫут тӗнче» виҫӗ томлӑ пӗрремӗш романӗ те.

Михаил Сениэльпе Иван Егоров Тутарстанри Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче ҫуралнӑ. Иван Павлович тӗрлӗ район хаҫатӗнче, «Коммунизм ялавӗнче» (хальхи «Хыпар») литература ӗҫченӗнче, куҫаруҫӑра тӑрӑшнӑ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. Унӑн паллӑ хайлавӗсен шутне «Лайǎх ача», «Виҫӗ чарлан», «Куҫ ҫути», «Инҫет кӑваклӑхӗ», «Ҫут тӗнче», «Тӗтреллӗ Лондон», «Хурал пӳрчӗ» ятлисене кӗртмелле.

Михаил Сениэль пирки ытлашши каласа кайни кирлех те мар-тӑр. Унӑн хайлавӗсене украин, белорус, поляк, итали, швед, хрантсус тата ытти чӗлхепе куҫарнӑ. Паллӑ ҫыравҫӑ пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

#вулавӑшсем, #Саврӑшпуҫ, #Аксу районӗ, #Тутарстан, #культура, #наци вулавӑшӗ, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем