Ыран Йӑлӑм енче (Атӑлӑн леш енче) «Хавал» лагерь ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫак шӑрӑхра мӗн тума каяҫҫӗ тетӗр-и? Шыва кӗме кӑна мар... Ҫамрӑксем чӑваш чӗлхи вӗренесшӗн ҫунаҫҫӗ! Утӑн 4-мӗшӗнче лагерь хӑй ӗҫне пуҫлать те 11-мӗшӗнче вӗҫлет.
Кашни япала ятран пуҫланать теҫҫӗ — чӑваш тӗнчипе тачӑрах паллашма чӑашла ят лайӑхрах пулӑшӗ! Бейджик ҫинче чӑвашла ят курсан — пӗлӗр, вӗсене хутшӑнакансем хӑйсене валли кунтах суйлаҫҫӗ те ҫак пӗчӗк хут татки ҫине ҫырса хураҫҫӗ. Хӑвӑра валли суйлама ан манӑр. Халь ӗлӗкхи мар вӗт — чӑвашла ят списокне тетелте чылай вырӑнта тупма май пур.
Ку ҫуллахи лагерӗн тӗп тӗллевӗ — ҫӳлсеренхи тӗлпулусен йӑлине ҫирӗплетесси. Вӑл тӗлпулусенче чӑвашла пӗлменнисем чӗлхене ӑса хывӗҫ (чӑвашла калаҫакансен хушшине лекни лагере йӗрекелекенсен шучӗпе вӗренӳре самай пулӑшу парӗ), чӑваш культурипе, ун исторрийӗпе тачӑрах паллашӗҫ. Лагерьте кашни кун ҫавра сӗтелсем, тренингсем, лекцисем иртӗҫ. Ҫӗнӗ тус-юлташ та тупӑнасса шантараҫҫӗ лагерь йӗркелӳҫисем.
Эсир ҫӑкнашкал лекцисем итлеме пултараттӑр (малтанхи планпа): «Хусан ханлӑхӗн историйӗ» (Тухватуллин Айрат Халитович), «Чӑвашсен авалхи историйӗ» (Мадуров Дмитрий), «1990-мӗш ҫҫ. Чӑваш Енре наци туйӑмӗ ҫӗкленни» (Лукьянов Николай Егорович), «Нацисен ҫӗкленӗвӗн Европа опычӗ» (Савельев Александр), «Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ» (Мадуров Дмитрий), «Тӑваш тумӗ» (Иванов-Орков Геннадий), «Чӑваш тӗнче курӑмӗ» (Мадуров Дмитрий) тата ыттисем.
Лагере хутшӑнас тесен 1550 тенкӗ тӳлемелле (астӑватӑр пулӗ, маларах тӳлесен — йӳнӗрехччӗ). Пӗр кунлӑха ҫеҫ килсе каяс тесен — пӗр кунлӑх хакӗ 200 тенкӗ. Ку хаксем шутне оргвзнос, апатлану, футболка, хутшӑнакан пакачӗ кӗрет. Пӗр кунлӑха килекенсен хутшӑнакан пакечӗпе футболкӑна уйрӑммӑн тӳлесе илме тивӗ: пакечӗ (бейдж, хутшӑнакан папки) 100 тенкӗ, футболки — 250 тенкӗ.
Лагере 333, 204 автобуссемпе, паромпа ҫитме пулать. Ятарлӑ автобус та пулӗ — чукун ҫул вокзалӗнчен 10 сехет ҫурӑра тапранӗ. Машинлисем хӑйсен транспорчӗпе ҫитме пултараҫҫӗ — тӗплӗнрех кунта.