Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Николай Фёдоров Праски Виттие ятарлӑ чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.07.2010 09:06 | 1829 хут пӑхнӑ
Праски Витти
Праски Витти

Утӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Чӑваш халӑх ӳнерҫине, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫине Праски Виттие уйӑхсерен уйрӑм пособи тӳлеме хушакан хута алӑ пуснӑ.

 

Праски Витти Вӑрнар районӗнчи Малти Ишекре ҫуралнӑ.

Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ те анлӑ. Ӳнер ӗҫне вӑл студент чухнех хутшӑннӑ. Вӗренсе тухсан (Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленность аслӑ училищӗне петернӗ) малтанхи тапхӑрта Пермь кӗнеке издательствинче, каярахпа тӗрлӗ хуласенче (Ижевск, Курган, Тольятти, Самар тата ыт.те) монументалист-ӳнерҫӗре ӗҫленӗ. 1975 ҫулта Сызрань хулинче «Мирлӗ ӗҫ» ятлӑ панно тунӑ, ӑна Эксперт Канашӗ РСФСРта ҫав ҫул тунӑ монументлӑ ӗҫсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. 1985 ҫултанпа Шупашкара куҫса килнӗ. Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени ертӳҫире те ларнӑ.

Праски Витти ӗҫӗсем Раҫҫейре кӑна мар, ун тулашӗнчи куравсене те хутшӑннӑ. Ун ӗҫӗсем Бельгири, Болгарири, Германири, Венгрири, АПШри, Словакири, Францири тата ытти хулари музейсемпе харпӑр ҫын пуххисенче упранаҫҫӗ.

#чыславсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем