Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хӗрлӗ Чутайӗнче асанне-кукамайсем тупӑшнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.11.2015 18:26 | 2011 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Чи пултаруллӑ асанне-2015» конкурс иртет. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ Сӗнтӗкҫырминче иртнӗ. Унта Хусанушкӑнь, Кивӗ Атикасси, Штанаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан асанне-кукамайсем хутшӑннӑ.

Конкурса хутшӑннӑ асаннесенчен Атикасси Кивьял тӑрӑхӗнчи Алевтина Кушманова «Ылтӑн алӑллӑ асанне» номинацире палӑрнӑ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Светлана Соловьева «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ асанне» ята тивӗҫнӗ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи Елена Кириллова вара — «Чи пултаруллӑ асанне».

Каярах Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче «Чи пултаруллӑ асанне – 2015» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Атнар, Ачкасси, Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗсенчи асанне-кукамайсем хутшӑннӑ.

Атнар тӑрӑхӗнчи Галина Индейкина «Ӳркенмен ӗҫчен асанне» ята тивӗҫнӗ. Ишеккасси ялӗнчи пурӑнакан Галина Тверскова — «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ асанне», Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи Галина Ямброськина — «Чи пултаруллӑ асанне».

Паян асаннесем «Чи пултаруллӑ асанне-2015» конкурсӑн районти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ЧНКн районти уйрӑмӗ пуҫарса ирттернӗ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ачкасси, #Атнар, #Тралькассинчи, #Сӗнтӗкҫырми, #Кивӗ Атикасси, #Хусанушкӑнь, #Штанаш, #конкурссем, #ЧНК, #культура, #Хӗрлӗ Чутай, #Ишеккасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/513.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем