Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Хавал» лагерь тепӗр ҫул та ӗҫлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.07.2010 17:17 | 2398 хут пӑхнӑ

Утӑн 4-мӗшпе 11-мешӗ хушшинче Атӑл леш енче (авал вӑл тӑрӑха Йӑлӑм тенӗ) вырнаҫнӑ «Буревестник» кану базинче «Хавал» ятлӑ чӑваш чӗлхин лагерӗ ӗҫлерӗ. Лагере хастар ҫынсем пуҫарнӑ, йӗркелеме вара Шупашкар хулин администрацийӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ тата Ҫамрӑксен Эсперанто ассоциацийӗ пулӑшнӑ.

Лагерӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшакан ҫулсерен иртекен тӗлпулусене пуҫарасси, чӑвашла калаҫакансен хушшинче вӑхӑт ирттересси. Ҫавӑн пекех лекцисемпе ҫавра сӗтелсенче чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йеркипе тачӑрах паллаштарассине те йеркелекенсем тӗпе хывнӑ.

Лагере пурӗ 31 ҫын хутшӑнчӗ. Вӑл шутра 7 ача. Хӑнасене, лекцисемпе докладсем калакансене шута илсен вара — 40 ҫын ытла.

Лагерь меллӗ вырӑнта иртнӗрен хальхи вӑхӑтри техникӑпа усӑ курнӑ чухне йывӑрлӑхсем пулмарӗҫ. Пляж ҫывӑхра вырнаҫни те меллӗ пулчӗ — шӑрӑх ҫанталӑк чӑрмав кӳмерӗ.

Программӑпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхи урокӗсем, сӑнарлӑ вӑйӑсем, ҫавра сӗтелсем иртрӗҫ. Тӗрӗ тӗрлеме те вӗренчӗҫ. Кайран, лагерь вӗҫленнӗ тӗлне, тӗрленӗ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Лагерь чӑн та хаваслӑ иртрӗ: кӑвайт умӗнче ларнине, пӗрле ларса юрланине, чӑвашла кино пӑхнине мӗн ҫиттӗр? «Чӑваш Ен» санатори ҫумӗнчи этнопарка та ҫуран кайса килме вӑхӑт тупрӗҫ. Ҫавӑн пекех «Хавал» чӑваш обществӑллӑ организацийӗн учредительсен пухӑвӗ иртрӗ.

Лагерь епле ӗҫлени пурне те килӗшрӗ, ӑна тепӗр ҫул та утӑ уйӑхӗнче ирттерме палӑртрӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #лагерьсем, #Хавал

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем