Чӑваш Ен капюсав енӗпе малта пыракан 20 регионсен йышне кӗнӗ. Кун пек федераци чиновникӗсем шухӑшлаҫҫӗ.
Капюсав ыйтӑвӗсемпе Правительство ҫуртӗнче канашлу иртнӗ. Унта ҫивӗч тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Малтанах ҫакна палӑртнӑ: юлашки вӑхӑтра капюсавшӑн тӳлекенсем нумайланнӑ — 40 процентран 90-а ҫитнӗ. Чиновниксем ку енчен япӑх лару-тӑруллӑ регионсене те асӑннӑ. Анчах вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫук. Пачах тепӗр май — вӑл чи лайӑххисен йышӗнче.
ЧР строительство министрӗ Олег Марков каланӑ тӑрӑх, капюсав программи вӗҫленсе пырать. 272 ҫуртран 264-шӗнче юсав тунӑ ӗнтӗ.
Ытларах чухне ҫуртсенче электропралуксене улӑштармалла-мӗн. Иккӗмӗш вырӑнта — канализаци тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасси. Унтан — газ пӑрӑхӗсем.
Сӑмах май, 2015–2016 ҫулсенче капюсав программине 425 ҫурт кӗртнӗ. Кун валли хальлӗхе 606 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах ку хисеп ӳсме те пултарать.