Онкологи чи усал чиртен пӗрине пурте пӗлеҫҫӗ. Чире вӑхӑтра палӑртса ҫийӗнчех сиплеме ыттӑнсан амака ҫӗнтерме пулать тесе лӑплантараҫҫӗ-ха тухтӑрсем. Шупашкарта вырнаҫнӑ республика шайӗнчи онкологи диспансерӗ ҫумӗнче тума пуҫланӑ хирурги корпусне специалистсем пысӑк шанӑҫпа кӗтеҫҫӗ. Специалистсенчен ытла вӑл чирлисене кирлӗ тесен те тӗрӗс.
Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ултӑ хутлӑ ҫав корпуса тӑвасси епле пынипе паллашнӑ. Ӑна хута янин хакӗ 950 миллион тенкӗпе танлашать. Хирурги объектне 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ-мӗн: стенасене йӗркене кӗртеҫҫӗ, урайсене сараҫҫӗ, электричество, вентиляци, сантехника ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Хирурги корпусне туса пӗтерме килес ҫул федераци хысничнен 294 миллион тенкӗ уйӑрасса шанаҫҫӗ. Республика бюджетӗнче 68,7 миллион пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ корпуса хута ярсан ҫулталӑкра 5 пин операци тума май килӗ.
Сӑнсем (11)