Шупашкарӑн Мускав районӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухасси епле пынине, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне тишкернӗ.
Пурӗ районта каяша уйрӑммӑн пухма май паракан контейнерсемпе 46 площадка хатӗрленӗ. Ун валли 138 ҫӗнӗ контейнер вырнаҫтарма тивнӗ. Хула ҫыннисем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пухма хатӗр пулнине палӑртнӑ — ҫак вӑхӑт хушшинче контейнерсене усӑ курса уйрӑммӑн 6,9 тонна кантӑк-кӗленче, 6,5 тонна пластик, 9,8 тонна хут турттарса тухнӑ. Ҫапла май 23 тонна ытла япала каяш купине мар, иккӗмӗш хут переработкӑна кайма пултарнӑ.
Йывӑрлӑхсем пуррине те палӑртнӑ — ӗҫе йӗркелесси енчен, укҫа-тенкӗ енчен тата техника енчен тухакан ыйтусене татса пама тивнӗ. Йывӑрлӑхсене, уйрӑмах каяша уйрӑммӑн пухас ыйтӑва йӗркелессине, хула ҫыннисемпе куллен калаҫусем ирттерсе тата вӗсем ку ӗҫе хӑйсем хастаррӑн хутшӑнсан ҫеҫ татса пама пултарнине палартнӑ.