Вырӑс патшалӑх драма театрӗ ыйтӑм ирттернӗ. Икӗ уйӑхра 100 ытла ҫынран ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисем, студентсем, тивӗҫлӗ канурисем тата ыттисем пулнӑ.
Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, театра ытларах 35–50 ҫулсенчисем ҫӳреҫҫӗ. Ку 29 процентпа танлашать. 25 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем кӑшт сахалрах унта пыраҫҫӗ — 26 процент. Ку мӗне пӗлтерет? Репертуар аслисене те, ҫамрӑксене те илӗртет эппин.
«Театрта час-часах пулатӑр-и?» ыйтӑва парсан респондентсен 47 проценчӗ ҫапла хуравланӑ: «Сахалтан та уйӑхра пӗр хут». Унта час-часах ҫӳрекенсемшӗн вӑл чун апачӗ. Ҫакнах театра ҫулталӑкра темиҫе хут ҫӳрекенсем те ҫирӗплетнӗ.
Ыйтӑма хутшӑннисен 97 проценчӗ билет хакӗсемпе кӑмӑллӑ. Ытларахӑшӗ камит курма юратать. Мелодрамӑсемпе драмӑсене те чылайӑшӗ суйлать. Чылайӑшӗ спектакльсем пирки тӗнче тетелӗнче пӗлеҫҫӗ-мӗн.