Португалири Барселона хулинче хальхи вӑхӑтра Европӑн ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ иртет. Паян ирхине хӑварт утас енӗпе хӗрарӑмсем ӑмӑртрӗҫ. 20 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула утса тухса пӗтӗм малти вырӑнсене пирӗн Раҫҫей хӗрӗсем йышӑнчӗҫ — вӗсен шутӗнче Вера Соколова та.
Пӗрремӗш вырӑна Ольга Каниськина тухрӗ, иккӗмӗшне — Анися Кирдяпкина. Вера Соколова вара виҫҫӗмеш утса тухрӗ. «Весь спорт» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Вера юлашки самантра ҫеҫ испанпа нимӗҫ спортсменкисене иртсе кайма май тупнӑ. 20 ҫухрӑм утса тухма ӑна 1 сехет те 29 минут та 32 ҫеккунт кирлӗ пулнӑ (Олгӑран минут та 48 ҫеккунт каярах ҫитнӗ).
Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей спортсменӗсем Барселонӑри чемпионатра пурӗ 5 ылттӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вера Соколова 1987 ҫулхи ҫертмен 8-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялта ҫуралнӑ. Чуманкасси вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче шайенчи спорт ӑсти. 2003 ҫулта тӗнче ӑмартӑвӗнче хӗрсен хушшинче 5 ҫухрӑм утса мала тухнӑ. Раҫҫей ӑмартӑвӗсенче те темиҫе хут мала тухнӑ.