Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Правленире ӗҫленӗ хӗрарӑм чӑваш тӗррине вӗренесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 03.01.2016 14:39 | 1761 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист.

Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен.

#Тутарстан, #чӑвашлӑх, #культура, #Аксу районӗ, #Нурлат районӗ, #конкурссем, #Кивӗ Илтрекьел, #кӳршӗре

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/6218.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем