Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: В. Рудниковапа тӗл пулни чылайлӑха асра юлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 04.01.2016 14:24 | 1665 хут пӑхнӑ
Культура

Красноармейски районӗнчи шкулсенче Литература ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттернӗ.

«Эпир вун-вун пултарулӑх ҫыннипе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр. Хамӑр ентешпе, пултаруллӑ, пур енлӗ талантлӑ В.В. Рудниковапа иртнӗ тӗлпулу та чылайччен асра юлӗ», — тесе пӗлтерет кун пирки вӑл тӑрӑхри Р. Яковлева.

Валентина Васильевна Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Енӗшкассинчи пуҫламӑш шкула «4» тата «5» паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси шкулӗнче вӑтам пӗлỹ илнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститучӗн химипе биологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Студент ҫулӗсенче спортпа туслӑ пулнӑ вӑл, тӑтӑшах ӑмӑртусене хутшӑннӑ, япӑх мар кӑтартусемпе палӑрнӑ. Аслӑ шкулта пӗлӳ илнӗ тапхӑртах вӑл тракторпа, автомашинӑпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ, киномеханик, медсестра удостоверениллӗ пулнӑ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Чатукасси шкулӗнче ӗҫлеме тӳр килнӗ ӑна. Унтан пурнӑҫ ҫулӗ Сӗнтӗрвӑрри районне илсе ҫитернӗ. Кайран каллех тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Тивӗҫлӗ канура пулин те, В.В. Рудникован пачах та пушӑ вӑхӑт ҫук тейӗн. Чылайранпа вӑл ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев ертсе пыракан районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ветерансен хорне ҫӳрет. Вӗсене уйрӑм кӗнекен те кӑларнӑ. Тӗрлӗ шайри 70 ытла Хисеп грамотипе Диплом ентешӗн. Районти Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ, ЧР музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ ачасене хӑй сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗнче В.В. Рудникова черетлӗ юбилейне кӗтсе илме хатӗрленет.

#тӗлпулусем, #культура, #Красноармейски районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #вӗренӳ, #Чатукасси, #ачасем, #Виҫикасси, #Енӗшкасси, #Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем