Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Республикӑри хаҫат-журнал та прессӑн ылтӑн фондне кӗнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.01.2016 08:24 | 1575 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

«Прессӑн ылтӑн фончӗ–2016» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗтӗмлетрӗҫ-ха. Ҫапах та ку паллӑна тивӗҫнисене кӑҫал унпа усӑ курма ирӗк панине кура ҫав ятлӑ хаҫат-журнала пӗлтерме эпир кая юлман тесе шухӑшлатпӑр. Конкурса «Журналист» издательство ҫурчӗ йӗркелет.

Сӑмах май каласан, ылтӑн паллӑна тивӗҫнине тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакансем пур-ха. Ара, кирек епле парнен те, енчен вӑл йышлӑ пулсан, сумӗ чакать-тӗр ҫав. Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар.

Конкурса 268 кӑларӑм хутшӑннӑ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсем.

Конкурса тӑратнӑ хаҫат-журнала конкурс комиссийӗ виҫӗ степеньлӗ паллӑпа хакланӑ. Пирӗн республикӑри виҫӗ хаҫат: «Советская Чувашия», «Алатырские вести» тата Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» — иккӗмӗш степеньлине тивӗҫнӗ.

Тӑхӑр хаҫат виҫҫӗмӗш степеньлӗ паллӑ хуҫисем пулса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш парламенчӗн «Республика» хаҫачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник», Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫачӗсем, «Агромаш» тата «Моя Империя» журналсем.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Шупашкар районӗ, #Етӗрне районӗ, #Муркаш районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #МИХсем, #конкурссем, #Елчӗк районӗ, #ҫитӗнӳсем, #Советская Чувашия

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем