Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта — тепӗр музей

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.08.2010 19:04 | 1385 хут пӑхнӑ

Шупашкар хулин кунне халалланӑ мероприятисен йышне Шупашкар епархийӗн Православи тӗн училищинче Православин Чӑваш Енри историйӗн тата чӑвашла пичетленнӗ Библи музейне уҫассине те кӗртнӗ. Ӑна ӗнер савӑнӑҫлӑ ларура уҫма Шупашкар-Чӑваш епархийӗн митрополичӗ Варнава, тӗн училищин ректорӗ Михаил Иванов протоиерей, ЧР культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР Президенчӗн канашҫи Владимир Кузнецов, Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑнчӗҫ.

Музей уҫӑлнӑ ятпа вӗсем сӑмах каларӗҫ. Варнава митрополит музее сӑвапларӗ.

Ҫакна палӑртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулӑшнипе Шупашкар-Чӑваш епархийӗ йӗркеленӗ. Унӑн концепцине хатӗрлес ӗҫе Чӑваш наци музейӗн сотрудникӗсем хутшӑннӑ.

ЧР Президенчӗ Николай Федоров йыхравӗпе утӑ уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче республикӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Пысӑк театр солисчӗ Владимир Маторин килсе кайрӗ. Вӑл йӗркеленӗ ыр кӑмӑллӑх концерчӗсем Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче иртрӗҫ. Ҫапла майпа пухӑннӑ укҫана пархатарлӑ ҫак ӗҫе хывнӑ.

Вулакан пӗлет пулӗ: Библин тулли тексчӗ чӑвашла кӑҫал кун ҫути курчӗ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: эпир Раҫҫейре вырӑссем хыҫҫӑн Кӗнекесен кӗнекине тӑван чӗлхепе вулама пултаракан иккӗмӗш халӑх шутланатпӑр.

Библие тӑван чӗлхене куҫарас ӗҫ XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех тӗвӗленнӗ. Унӑн пӗрремӗш кӗнекисем чӑвашла 1820 ҫулта пичетленнӗ. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче куҫарӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ вӑй илнӗ. Хальхинче ӗҫе Аслӑ вӗрентӳҫӗ, чӑваш культурин паллӑ ӗҫченӗ Иван Яковлев ертсе пынӑ. Ун чухне Ҫӗнӗ Сӑмаха тата Авалхи Сӑмахӑн уйрӑм кӗнекисене куҫарса пӗтернӗ.

1991 ҫулта Чӑваш Библи комиссийӗн пуҫарӑвӗпе, Раҫҫей Библи обществи тата Библи обществисен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе асӑннӑ ӗҫ ҫӗнӗрен тапраннӑ. 1997 ҫул тӗлне Авалхи Сӑмахӑн кӗнекисенчен ытларахӑшне куҫарса пӗтернӗ, пӗрремӗш хут редакциленӗ, компьютерпа наборланӑ. Ун хыҫҫӑн ытти ӗҫ пурнӑҫа кӗрсе пынӑ.

2010 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп хулари К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Библин чӑвашла куҫарнӑ кӑларӑмне халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗччӗ.

Халӗ Библие тӑван чӗлхепе вулама пултарнипе пӗрлех ӑна куҫарас ӗҫ мӗнле пурнӑҫланса пынипе, Православин Чӑваш Енри аталанӑвӗпе тӗплӗн паллашма пултаратпӑр. Ҫапла тума ятарлӑ музей пурри пулӑшӗ.

 

//«Хыпартан» илнӗ

#музейсем, #Шупашкар

 

Комментари:

2010.08.17 15:28
Аçтахар Плотников
Çак мороприятире ПĔРИ те чăвашла калаçманни тĕрĕс-и вара? Мана çапла пĕлтерчĕç. Хам пулман. Анчах та ЧĂНАХ ТА чăвашла калаçман пулсан вĕсене нивушлĕ намăс пулман вара? ЧĂВАШ БИБЛИ МУЗЕЙĔ-çке! //кайран тата тĕлĕнеççĕ — ма шăрăх тăрать тесе... Кунашкал хăтлансан, чăваш чĕлхине сума сумасан, шăрăх кăна мар, çатма çинчи пек хĕртме пуçлĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем