Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Нестер Янкас ячӗллӗ Преми кандидачӗсене шыраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 16.01.2016 09:04 | 1481 хут пӑхнӑ
Культура Неҫтӗр Янкас медалӗ
Неҫтӗр Янкас медалӗ

2015 ҫулта литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ премие пама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫавна май Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх кандидатсене тӑратма йыхравлать. Хутсене преми паракан комиссие 2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитерме ыйтаҫҫӗ. Унта кандидатӑн характеристики тата ӑна тӑратакан пӗрлӗхӗн ыйтса ҫырни пулмалла.

Нестер Янкас ячӗллӗ премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ. Кандидатсен йышӗнче уйрӑм пултаруллӑ ҫынсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкулсемпе ача сачӗсене те, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене те, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене те пама пултараҫҫӗ. Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом тата лауреатӑн ятарлӑ паллине (медальне) параҫҫӗ. Лауреатсене пӗрлӗхӗн поэт ҫуралнӑ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫӗнче парса чыслаҫҫӗ.

2014 ҫулта Нестер Янкас ячӗллӗ премие Валерий Виноградовпа Елена Маркова таврапӗлӳҫесем тата чӑваш халӑх кӗввин «Хавал» пултарулӑх ушкӑнӗ (ертӳҫи — Никоноров Н.М.) тивӗҫнӗччӗ.

#Красноармейски районӗ, #премисем, #культура, #ӳнер, #литература

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем