Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: Ялав ҫакса ӗлкереймеҫҫӗ — вӑрлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.08.2010 10:27 | 2283 хут пӑхнӑ
Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, пулас Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче канашлу ирттерчӗ.

Калаҫу ытларах кӑҫал ял хуҫалӑхне пырса тивнӗ йывӑрлӑхсем пирки пулчӗ. Ҫавӑн пекех шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлессипе пурнӑҫ ыйтӑвӗсене те тишкерчӗҫ. Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх ял хуҫалӑхне пулӑшу пулатех, анчах ӑна тивӗҫме хӑйсен те тӑрӑшмалла пулӗ. Выльӑх шутне чакарманнисене ҫеҫ пулӑшӗҫ. Кредит илнӗскерсене Россельхозбанкпа Перекет банкӗн вырӑнти уйрӑмсен пуҫлӑхӗсем ҫӑмӑллӑх пулӗ тесе шантарчӗҫ. Кредитсене пролонгацилеме (чӑвашла каласан, парӑма татмалли вӑхӑта куҫарма, тӑсма) май пулӗ терӗҫ.

Михаил Игнатьев умӗнче Ишек, Ҫырмапуҫ, Шӗнерпуҫ, Лапсар, Янӑш ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисен хӗрелме тиврӗ — вӗсен тӑрӑхра ял халӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхе мӗншӗн сахалрах тытма пуҫлани пирки, ҫынсем мӗншӗн кредитсем илесшӗнех маррине ӑнлантарса пама тиврӗ. Евгений Афанасьевӑн вара, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн, вӑрӑсене пула пурин умӗнче хӗн курма тиврӗ — вырӑнти халӑх виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ ял тӑрӑхӗн администраци ҫурчӗ ҫинчи ялава вӑрлать. Ҫавна пула ялав ҫук иккен. Евгений Афанасьевӑн ӑнлантарӑвне итленӗ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев: «Капла кайран сирӗн пукана та вӑрласа кайма пултарӗҫ», — терӗ, ҫитес вӑхӑтра ялава ҫакма хушрӗ.

Ишек пасарӗн ыйтӑвне те хускатрӗҫ. Михаил Игнатьев унти йывӑрлӑхсем пирки пӗлетӗп терӗ. Пасарӗ кирлине пӗлтерчӗ — 8 район халӑхӗ унта пырса ҫӳрет, хӑйсем ӳстернӗ выльӑх-чӗрлӗхе сутмалли вырӑн вӗсене кирлех.

«Ҫак типӗ ҫанталӑк, пушарсем тата ытти инкексем пире тӗрӗслеҫҫӗ кӑна», — терӗ Михаил Игнатьев, — «эпир йывӑрлӑхсене ҫӗнейретпӗр е ҫук. Кашни пуҫлӑх ун умне тухса тӑракан йывӑрлӑха сирме хӑвӑрт тата вӑхӑтра йышӑнусем тума пӗлмелле.»

#Янӑш ял тӑрӑхӗ, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #канашлусем, #Ишек ял тӑрӑхӗ, #Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗ, #Ишек, #Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗ, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем