Вӑрнар районӗн ҫыннисем «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ялта темиҫе кун шыв ҫукки пӑшӑрхантарнӑ вӗсене. Ҫавна май шӑпӑрлансем те ача пахчине ҫӳремеҫҫӗ.
— Поселокра — йӗркесӗрлӗх! Ача пахчисенче те шыв ҫук, пӗчӗкскерсем килте лараҫҫӗ. Авари пулсан тарамаччӗ, анчах управляющи компанийӗ шыв пама чарнӑ-ҫке. Администраци унпа контракт алӑ пусман вӗт. Тепӗр енчен, управляющи компанине те ӑнланма пулать, — тенӗ пӗр ҫын.
Компани пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем влаҫпа тахҫанах пӗр чӗлхе тупма хӑтланнӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫӗнӗ килӗшӳ алӑ пусмашкӑн уведомлени темиҫе те янӑ-мӗн вӗсем. Анчах тӳре-шара халӗ те йышӑну туман. Ҫитес вӑхӑтра алӑ пусма шантарнӑ-ха администраци…
Чиновниксем шантарнӑ пулсан та ҫынсем прокуратурӑна ҫыру ямашкӑн алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ.