Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗр вырӑнта — икӗ чӗлхепе, тепӗр ҫӗрте — урӑхла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 25.01.2016 07:27 | 1708 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Пӗр вырӑнта Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?» — тесе пуҫ ватать «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн халӑх пӗрлешӗвӗ «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.

«Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине республикӑн тӗп хулинчи чарӑнусенчи электрон таблосене чӑвашла ҫырмалли пирки ҫыру янӑ. Ку ҫырӑва хула администрацийӗнчи тӳре-шара епле хуравлани «Ирӗклӗхе» тивӗҫтермен. «Чӑваш чӗлхипе мӗнле сӑлтавсемпе ҫырма кирлӗ мар пулнине ӑнлантарса паракан хурава «отписка» тесе калама та йывӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ хурав илнӗ хыҫҫӑн «ирӗклӗхҫӗсем».

«Шӑпах Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунлӑхӗпе килӗшӳллӗн республикӑра географи объекчӗсен ячӗсене ҫырма тата ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене, ытти кӑтарту паллисене хатӗрлеме вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курмалла. Пӗр вырӑнта патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла кӑна ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?» — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ирӗклӗхре». «Паллах, кӑна капла хӑварма май ҫук :)», — тесе пӗтӗмлетнӗ унта тӳре-шара хуравӗ пирки.

#Шупашкар, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Ирӗклӗх, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем