Шупашкарта пурӑнакан Уткинсен 10-мӗш ача ҫуралнӑ. Амӑшӗпе ывӑлне кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче пульницӑран киле янӑ.
Уткинсем 10-мӗш ачине Вениамин ят хунӑ. Асли Лида 13-ре. Унтан Вера, Дарья, Степа, Иван, Руфина, Семен, Валя, Павел ҫуралнӑ. Пурте ырӑ чунлӑ вӗсем, ҫынпа хутшӑнма юратаҫҫӗ.
Уткинсем пӗрлешсенех пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Вӗсем иккӗшӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Малтанах тӑватӑ ача ҫуратса ӳстерме палӑртнӑ мӑшӑр. Анчах каярахпа ӑнланнӑ: ачасем кил-ҫурта хаваслӑх парнелеҫҫӗ.
Уткинсем килтех ача пахчи йӗркеленӗ. Халӗ Аннӑпа Дмитрий ачисене пӑхнӑшӑн шалу илеҫҫӗ. Вӗсем воспитатель тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ-ҫке-ха. Апат-ҫимӗҫ валли те патшалӑх укҫа парать.
Ҫемье чиркӗве ҫӳрет. Юлташӗсемпе ҫемйипех каяҫҫӗ унта. Вӗсен 9-шер ача. Уткинсен 5 ача пулнӑ чухнех вӗсене патшалӑх икӗ яруслӑ, 6 пӳлӗмлӗ хваттер панӑ.
Уткинсем кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Турӑ парсан 11-шне те ҫуратӗҫ вӗсем.