Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Кӳршӗсен — ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.01.2016 15:51 | 1838 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ӗнер Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх пирӗн кӳршӗсен автономине малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫлӗ.

Пурӗ пухӑва 91 делегат килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кашни районне чӑвашсен йышне кура делегатсене тӑратма ирӗк панӑ. Вӗсем пӗр пин ҫынран 1 делегата тӑратма пултарнӑ. Чӑваш Республикинчен те хӑнасем пынӑ: ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинчи пай ертӳҫи Сергей Казаков, «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин тата ыттисем.

Чӑвашсен пухӑвне вырӑнти сумлӑ тӳре-шара та ҫитнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов, Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ Сергей Панчин ку тӑрӑхри чӑвашсене нумай ҫул ертсе пынӑ Владимир Сваева ырӑ сӑмахпа асанчӗҫ, унӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакларӗҫ, унпа малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Шупашкартан пынӑ Сергей Казаков та Владимир Ильичӑн ӗҫне хакласа ӑна Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ ертӳҫине суйлама икӗ кандидата тӑратнӑ — Владимир Сваева тата Олег Мустаева. Владимир Сваев сасӑлава уҫҫӑн ирттересшӗн пулнӑ, анчах халӑх шавланине кура алӑсем тӑратса ертӳҫе вӑрттӑн сасӑ парса суйлама йышӑннӑ. Пур сасса та шутланӑ хыҫҫӑн Олег Мустаевшӑн ытларах сасӑлани паллӑ пулнӑ. Ҫапла май 4 сасӑ ытларах пухнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫланӑ.

Пухура автономи канашӗн ҫыннисене те суйланӑ. Владимир Сваев хатӗрленӗ йышпа ҫӗнӗ ертӳҫӗ килӗшмен, урӑххисен кандидатурине тӑратнӑ.

#культура, #кӳршӗре, #пухусем, #чӑвашсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Чӗмпӗр, #суйлавсем, #ЧНК

 

Сӑнсем (10)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем