Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ҫӗпрелти чӑвашла хаҫат «Советская Чувашия» парнине тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.02.2016 17:24 | 1858 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .

А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.

Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.

Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи ачасем «Юхла шевлисем» чӑвашла хаҫатшӑн «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗн ятарлӑ парнине тивӗҫнӗ.

#Советская Чувашия, #конкурссем, #МИХсем, #вӗренӳ, #Пичет министерстви, #Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Тӑвай, #61-мӗш шкул, #шкул хаҫачӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем