Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче ача ҫуратнӑ хӗрарӑмпа ачине кӗтсе илнӗ чухне тӑванӗсене сӑн ӳкерттерме юрамасть теҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, хӑйсен фотоаппарачӗпе усӑ курма юрамасть-мӗн, мӗншӗн тесен унта фотограф ӗҫлет имӗш.
Наталия Семенова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, аппӑшне ачипе кӗтсе илнӗ чухне оператор вӗсене пепкене кипкепе чӗркенӗ пӳлӗме кӗртмен, фотоаппаратпа ӳкерме чарнӑ.
Лешӗ укҫалла ӳкерет-мӗн. Кусен хӑйсен профессионал фотоаппарат пулнӑ, ҫавӑнпа хирӗҫленӗ. Оператор вӗсене пур пӗрех кӗртмен.
Медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов оператор тӗрӗс мар хӑтланнине каланӑ. Унта операторсем чӑнах та ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вӗсен ун пек хӑтланма юраманнине каланӑ тухтӑр.
Кун пек чухне ача ҫураттармалли ҫуртӑн заведующийӗ патне каймалла тесе пӗлтернӗ Алексей Кизилов.