Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче амӑшӗсене сиплевпе профилактика пулӑшӑвӗ паракан канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра ача вилеслӗхне сӳтсе явнӑ.
Кӑна палӑртма та хӑрушӑ, анчах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫул ҫитмен 10 ача сарӑмсӑр вилнӗ. Ытларах чухне ку аслисен айӑпӗпе пулать.
Шупашкар районӗнче ав эрех ӗҫекен ашшӗ-амӑшне пула пӗр ача вилнӗ. Куславкка районӗнче те инкек пулнӑ. Унта ҫывӑракан амӑшӗ пӗчӗк ачине кӗлеткипе пусса вӗлернӗ. Икӗ ача ҫул-йӗр ҫинчи инкекре куҫӗсене яланлӑхах хупнӑ. Ачасем инфекцие пула та пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.
Ларура ОРВИ енӗпе эпидеми лару-тӑрӑвне те сӳтсе явнӑ. Унта ҫул ҫитмен ачасене медтӗрӗслев витӗр кӑларас ыйтӑва хускатнӑ.