Тинех атнарсен ӗмӗтленни ҫитрӗ теме пулать — авӑнӑн 14-мӗшӗнче ялта ҫӗнӗ лавкка уҫрӗҫ. Ун хуҫи — Чӑвашпотребсоюзӑн Херлӗ Чутайри уйрӑмӗ. Ҫапла май 700 ытла ҫын пурӑнакан Атнар ялӗ магазинлӑ пулса тӑчӗ.
Лавккине вара нумай пулмасть ҫеҫ тума тытӑннӑччӗ — ҫурла уйӑхӗнчех кунта строительство лессисем кӑна тӑратчӗҫ. Ҫурта туса пӗтерсе хӑт кӗртме строительсене вӑхӑт нумай кирлӗ пулмарӗ — ак вӑл ӗҫлеме те пуҫларӗ ӗнтӗ.
Магазин алӑкне чаплӑ уяв туса уҫма чылай хӑна килнӗччӗ — кунта район пуҫлӑхӗ Юрий Иванов та, вырӑнти ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Александр Кузнецов та пурччӗ. Ҫавӑн пекех Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗ Людмила Абрамова, Хӗрлӗ Чутай райповӗн предателӗ Александр Степанов килнӗччӗ.
Лавкка Шкулҫум урамӗнче ӗҫлӗ.