Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтак ячӗпе кӳршӗ районсенчен те ӑмӑртма килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 28.02.2016 07:45 | 1938 хут пӑхнӑ
Спорт

Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи Пӑчанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чечен Республикинче службӑра тӑнӑ чухне пуҫне хунӑ Анатолий Геннадьевич Иванова (1976–1996) асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем иртрӗҫ.

Малтанах Кӑкшӑмри шкул ачисемпе тӗлпулу иртрӗ. Ачасем умӗнче районти салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ Л. Егорова, салтакӑн амӑшӗ Калиса Иванова тата унӑн пиччӗшӗ Зиновий Иванов интернационалист ҫинчен каласа пачӗҫ.

Кӑҫалхи ӑмӑрту Анатолий ячӗпе 11-мӗш хут иртрӗ. Ӑмӑртӑва район шайӗнче ирттернӗ, унта районти тата кӳршӗри Хӗрлӗ Чутай тата Элӗк районӗсенчи 100 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

VIP-ӑмӑртура малти вырӑнсене пурне те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» СХПК-ра тӑрӑшакансем ҫӗнсе илнӗ (ертӳҫи Владимир Мурайкин). Вӗсем Кӑшӑмри шкул директорне Андрей Иванова тата салтакӑн тӑванӗсене ӑмӑртӑва интереслӗ йӗркеленӗшӗн тав тунӑ.

Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Етӗрне районӗнчи ЧРООООИВА (чӑв. Афган вӑрҫин сусӑрӗсен пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пӗрлешӗвӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ, АВСПРХПЧР) пуҫлӑхӗ Н. Кириллов кубоксем, парнесем, Хисеп хучӗсем парса чыс тунӑ.

Хӑнасем Кӑкшӑмри шкулта вырнаҫнӑ музейри экспонатсемпе те хаваспах паллашнӑ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Элӗк районӗ, #шкулсем, #Етӗрне районӗ, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #спорт, #йӗлтӗрпе чупасси, #Пӑчанар, #Кӑкшӑм, #Чечен вӑрҫи, #вӑрҫӑсем

 

Сӑнсем (130)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем