Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех. Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет. Ку сӑмаха шупашкартисем ҫинчен те калама пулать. «Дорэкс» общество кӑна, сӑмахран, ултӑ бригада таран ӗҫлеттерет. Хайхисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласа ҫӳреҫҫӗ. Ирӗлтернӗ асфальтпа тата бетонпа усӑ курса нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулара 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 3,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ.