Ӗнер Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне, Михаил Игнатьев Элтеперӗн ҫывӑх ҫыннисенчен пӗрине, Егоров Георгий Ивановича арестленӗ. Кун пирки Ишутов блогер хӑйӗн кун кӗнекинче пӗлтерет. Паян Ленин район сучӗ ун пирки пӗтӗмлетӳ тумалла — е килте хӑвармалла е тӗпчев изоляторӗнче (СИЗО) хӑвармалла. Ишутов пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал лару-тӑрура ытларах чухне суд ларӑвне каҫалапа ирттереҫҫӗ — капла май ваккатсен арестлеве хирӗҫлеме вӑхӑт пулмӗ.
Следовательсем Георгий Ивановича 2 уйӑхлӑха тӗрмене хӑварма ыйтас шутлӑ. Ҫапла май Пуҫиле кодексӑн 286 статьян 2-мӗш пайӗпе айӑпланакан (хӑй вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнишӗн, чи нумаййи 7 ҫула хупайӗҫ) пуҫлӑхӑн тӗрмере ҫу уйӑхӗнчи уявсене те, хӑйӗн ҫуралнӑ кунне те ирттерме тивӗ.
Егоров Георгий Иванович 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, 1999 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӗвне ӳстерсе техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ӗҫӗ-хӗлӗ ытларах пайӗпе ял хуҫалӑх академийӗн «Приволжское» (чӑв. Атӑлҫум) вӗренӳпе опытлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ. Инженер та, техник та пулнӑ. 1994 ҫултанпа ҫав хуҫалӑхӑн директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне лартнӑ.