Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кивҫурткассине те цифра телекуравӗ ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.03.2016 20:00 | 1365 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра цифра телекуравӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗ цифра эфирне юлашки вӑхӑтра икӗ мультиплекспа ӗҫлеттерсе янине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш мультиплексри каналсене Хӗрлӗ Чутай тата Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансем курма тытӑннӑччӗ.

Пӗрремӗш мультиплекс халӗ Шупашкар районне те ҫитнӗ. Тӳррипе каласан, вӑл тӑрӑхрисенчен хӑшӗсем ӑна маларах та тытатчӗҫ-ха. Анчах сигнал Ҫӗрпӳрен тата Шупашкартан килетчӗ. Халӗ, ав, цифра телекуравӗ тата ытларах ҫемьене ҫитӗ. Анчах ун валли DVB-T2 стандартлӑ телевизор е ун йышши антенна кирлӗ тата дециметр диапазонлӑ антенна туянмалла.Пӗрремӗш мультиплексри каналсене 46-мӗш телеканалта тытма пулать.

Пӗрремӗш пультиплекс вунӑ телеканала трансляцилет. Ҫывӑх вӑхӑтра унта иккӗмӗш мультиплекса та ӗҫлеттерсе ярӗҫ, тен. Унта та, сӑмах май, вунӑ канал.

Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 8 800 220 2002 тӳлевсӗр номерпе е 8(8352) 48-74-47 номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать. Ckp-chuvashia@rtrn.ru адреспа электрон ҫыру ярсан та хуравласса шантараҫҫӗ. Кӗрсе ыйтас тесен Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗ Шупашкарти Николаев урамӗнчи 4-мӗш ҫурта (Радио ҫуртӗнче) вырнаҫнӑ.

#Елчӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Кивҫурткасси, #Шупашкар районӗ, #телекурав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем