Ӑшӑ ҫанталӑка пула «Сӑрҫи» заповедникре сӑвӑрсем пӗр уйӑх маларах хӗллехи ыйхӑран вӑраннӑ. Унчченхи сӑнавсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫу пуҫламӑшӗнче ҫеҫ вӑранаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран, ҫуркунне час килнӗрен сӑвӑрсем маларах вӑраннӑ. Патӑрьел участокӗнче пушӑн 7-мӗшӗнче сӑвӑр йӑви уҫӑ пулнине курнӑ. Анчах чӗрчунсене курма май килмен. Пушӑн 11-мӗшӗнче вӗсем каллех тухнӑ, хӗвел пӑхнӑран вӗсене сӑн ӳкерме те май пулнӑ.
Ҫанталӑк сивӗтсен сӑвӑрсем йӑвинче пурӑнӗҫ. Чи кирли — апат пулни. Халӗ вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ.