Авӑнӑн 19-мӗшӗнче ҫӳлти шайри .su домена никӗсленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лап 20 ҫул каялла, иртнӗ ӗмерхи 1990-мӗш ҫулта, ку домена СССР патшалӑхне панӑ. 2009 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче домена Раҫҫей ҫине куҫарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн тепӗр ҫӳллӗ шайри доменне, .ru-на, 1994 ҫулта никӗсленӗ.
Малтанхи вӑхӑтра иккӗмӗш шайри доменсене «Релком» тата «Демос» организацисем тытса тӑнӑ. 2010 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче административлӑ ӗҫсене «Технический центр интернет» организацине куҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш шайри доменсене пурӗ 13 компани регистрацилет.
Авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне .su доменра иккӗмӗш шайрисен шучӗ 88 пинрен иртнӗ пулнӑ. Танлаштарма: .ru доменра — 3 миллион ытла. Хальхи вӑхӑтра, .рф домена хута яма тытӑннӑран, .su доменсен йышӗ ӳсме пӑрахнӑ тет.
Пӗлме: .su домен ячӗ «sovet union» сӑмахсемпе вуланать. Ҫавӑн пекех, чӑвашсем ӑна «suvar» (сӑвар) ятпа та вулама пултараҫҫӗ.