Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 2-мӗш ҫурта кивӗ ҫуртсенчен пурӑнма куҫарнӑ ҫынсене малтанхи кунсенчен тытӑнсах кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк канӑҫсӑрлантарма тытӑннӑ.
Халӑха калаҫтаракан ҫак ҫуртпа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл унта пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтма пултарасси пирки «Мой город» интернет-хаҫат ҫырать. Ку шухӑша асӑннӑ фондӑн Президент хушӑвӗсене пурнӑҫа кӗртнине тишкерекен никама пӑхӑнман центр ертӳҫи Николай Николаев республикӑн Строительство министерствин тӳре-шарине систернӗ.
Дементьев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн подъезчӗсенчен пӗри ҫынсем пурӑнма куҫнӑ-куҫман ишӗлме тытӑннӑ, путвалта шыв кӳлленме пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вентиляци тата лифтсем ӗҫлемен. Халӑх фрончӗ хушша-хуппа кӗнине пула ҫурта тӑвакан компани кӑлтӑксене пӗтерме тӑрӑшнӑ-ха, ҫапах та вӗҫне ҫитермен-мӗн.