Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.03.2016 21:58 | 2232 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ӗнер Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче чӑваш студенчӗсем пухӑннӑ. Пухӑва ҫирӗм ытла ҫамрӑк ҫын килнӗ — Тутарстанран та, Чӑвашран та. Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент.

Пухӑннисем умӗнче «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев тухса сӑмах каланӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнӑ тата унӑн паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа панӑ. Чӑваш чӗлхине хӳтӗлемелли меслетсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Тӗслӗх пек смартфонсем ҫинче чӑвашла сарӑмпа усӑ курнине палӑртса хӑварнӑ. Пухӑннӑ ҫамрӑксем калаҫу вӑхӑтӗнчех Android-лисем ҫине чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма лартнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑвашран Хусана вӗренме килнӗ студентка пулӑшнӑ.

Константин Малышев пухӑннисене чӑвашлӑх анине хӑй мӗнле кӗрсе кайни пирки те каласа кӑтартнӑ. Ку студент вӑхӑтӗнчех пулни пирки ҫамрӑксем пӗлнӗ.

Кунашкал пуху Хусанта пӗрремӗш хут иртнӗ, ҫамрӑксене вӑл килӗшни пирки пӗлтернӗ. Малашне те йӗркелеме шутлани ҫинчен вӗсем каланӑ.

#Сувар, #хаҫатсем, #тӗлпулусем, #студентсем, #Хусан, #Тутарстан, #Ҫарӑмсан районӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Сӑнсем (25)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем