Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлама тытӑнаҫҫӗ хӑш чух.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, отчетпа суйлав конференцин кунне коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ пулать. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров хайхисене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ.
Ӗнер вара Валентин Шурчановпа пӗр чӗлхе тупайман коммунистсем унӑн карикатурисене сарма тытӑннӑ. Тӑрӑхласа ӳкернисем партин аслӑ ертӳҫисем патне ҫитессе, унта вара тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ тӑвасса шанаҫҫӗ-мӗн.