Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш каччи ячӗпе Раҫҫей гимнӗ янӑранӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Igruk 29.05.2006 23:57 | 2012 хут пӑхнӑ

Германири Констанц хулинче Японири ассоциаци згидипе /JKA/ Сето-Кан Каратэ-до енӗпе Европӑн IX чемпионачӗ иртнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пирӗн паллӑ ентеш, Шупашкар районӗнчи Чаканар каччи, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн аспиранчӗ, тухӑҫ халӑхӗсен кӗрешӗвӗн тренерӗ Дмитрий Фомиряков ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ.

Дани, Швеци, Бельги, Франци, Чехи, Польша ҫӗршывӗсенчи спортсменсемпе кӗрешме Дима тӑхӑр хутчен татами ҫине тухнӑ, пурне те вӑхӑт ҫитиччен маларах парӑнтарнӑ. Финалта вара Украинӑри паллӑ каратистпа тӗл пулнӑ.

Финалти тытӑҫу пилӗк минута пынӑ. Европӑри тата Германири асӑннӑ спорт вӑййине кӑмӑллакансем пирӗн ентеше килӗштерсе хыттӑн кӑшкӑрса хавхалантарса пынӑ. Мӗншӗн тесен журналистсем Д. Фомиряков ятне лайӑх пӗлеҫҫӗ: чӑваш каччи малтан та, 2003, 2004 ҫулсенче, кубок ҫӗнсе илнӗ.

Финалти вӑйӑ ҫав тери кӑткӑс иртнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне евӗр хитрелӗхпе палӑрнӑ. Спортсменсем каратэ техникин тӗлӗнмелле меслечӗсене питӗ хӑвӑрт пурнӑҫланӑ. Дима ӑнӑҫӑва малтанах хӑй аллине илеймен, кӑштах выляса та янӑ. Тытӑҫӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче вара вӑл тӗлӗнмелле пултарулӑх кӑтартса Украина спортсменне 4:2 шутпа парӑнтарнӑ.

Ҫапла майпа Дима Фомиряков Европӑн JKA кубокне виҫҫӗмӗш хут ҫӗнсе илнӗ, ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Чӑваш каччи ячӗпе Констанц хулинче Раҫҫей Гимнӗ янӑранӑ.

Вулакансене ҫакна та пӗлтерме хавас: Дмитрий Викторович асӑннӑ наградӑсӑр пуҫне маларах WKC тата ESKA версийӗсемпе Европа Чемпионӗ виҫӗ хут пулнӑ, 2004, 2005 ҫулсенче вара тӗнче чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ.

Констанц хулинчи ӑмӑртусенче Раҫҫейри юниорсем те палӑрнӑ: "стенка на стенку" меслетпе командӑпа ӑмӑртса вӗсем те ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Шупашкара таврӑнсанах Дмитрий Фомиряков "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче хӑнара пулчӗ, Констанц хулинчи ӑмӑрту ҫинчен каласа пачӗ.

Мухтанатпӑр санпа, Дима! Малашне те чӑваш ятне ҫӳлте тыт!

 

Ҫӑлкуҫ: Хыпар хаҫачӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем