Ҫӗршыври чи паллӑ хӗрарӑмсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкерекен "Медиалогия" компани палӑртнӑ. Сӑнав пӗтӗмлетӗвне вӑл Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлнех хатӗрленӗ-ха.
Раҫҫей МИХӗсенче пуринчен ытла асӑнакан ят - Валентина Матвиенко. Федераци Канашӗн ертӳҫине ҫӗршыври журналистсем ҫулталӑкра 62 пине яхӑн цитатӑланӑ. Матвиенко хыҫҫӑн РФ Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец пырать. Ҫӗршывӑн Тӗп банкӑн ертӳҫине Эльвира Набиуллинӑна та ҫӗршыври хаҫат-журнал, радио-телевидени тата интернет-кӑларӑмсем ҫине ҫинех асӑнаҫҫӗ.
Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен официаллӑ пайташӗ Мария Захарова та МИХсенче час-час тӗлпулать. Ун хыҫҫӑн вара РФ Хӳтӗленӳ министерствинче ӗҫленӗ, халӗ арестленӗ Евгения Васильева пырать иккен. Крым прокурорӗ Наталья Поклонская та - МИХсенчи юратнӑ ят. Полина Гагарина юрӑҫ та паллӑ. Вӑл вуннӑмӗш картлашка йышӑннӑ. Алла Пугачева - 13-мӗшӗнче. Пуринчен ытла асӑнакан топ-40-е примадоннӑн хӗрӗ Кристина Орбакайте вӗҫлет.