Кӑҫал пирӗн республикӑра 100 пине яхӑн ача уйлӑхра канӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗнче ачасене ҫулла канма яма путевкӑсем валли заявленисем йышӑнма тытӑннӑ.
Путевкӑн хакне тӗрлӗрен тӳлемелле. Камӑн мӗн чухлӗ кӑларса хурасси ҫемьери тупӑшран килет. Асӑннӑ центр урлӑ илекенсемшӗн вӑл йӳнӗ ларӗ: вӗсен хакӑн 5 процентне кӑна саплаштармалла. Кун пек путевка пирки ӗмӗтленекенсен социаллӑ хӳтлӗх пайӗнчен сахал тупӑшлине ӗнентерекен справка илсе пымалла.
Пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьерисене, сусӑрсене, тӑлӑхсене пачах та тӳлеттермеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, аса илтеретпӗр, ачасен ҫуллахи канӑвне пырса тивекен ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑччӗ.