Ман кунта ялти халӑхпа тата вырӑнти ял поселенипе хирӗҫӳ тухрӗ. Питӗ чуна ыраттараканскер.
Ҫавӑнпа та енчен те манӑн ӗҫ пач та никама та кирлӗ мар пулсан — эп ку пӗтӗм япаласене илетӗп те хупатӑп.
Енчен те чӑваш халӑх сайтне тытса тӑма камӑн та пулин кӑмӑл пур пулсан эп ӑна тӗппипех парса яма пултаратӑп. Укҫа тӑкакласа ним усси курман япалана тытса тӑма ман кӑмӑл ҫук.
Чӑваш халӑхӗ вара пӗтӗс тет пулсан — пӗттӗрех. Хальхи пурнӑҫра хӑйсемшӗн кӑна ӗҫлекенсем хисепре пулсан — чӑвашсем пӗтчӗрех. Ман вӗсемшӗн хамӑн вӑхӑта пӗтерсе пӗр пархатарсӑр ӗҫлессӗм килмест. Кирлӗ пулсан — чӑвашла сайтсем хӑвӑрах тӑвӑр. Кирлӗ пулсан — чӑваш чӗлхине интернета хӑвӑрах кӗртрӗр. Анчах ку никама та кирлӗ мар! Паян Чӑваш халӑх сайтне хупсан никам та кӑравул тесе кӑшкӑрса лармӗ.
В общем, малалла ӗҫлес ман пӗтӗм кӑмӑла ял халӑхӗ хуҫрӗ! Пӗр укҫашӑн кӑна хыпӑнакансене пӑхса ларса тӳлевсӗр чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫлесе йӑлӑхтарчӗ.
Мана тытса тӑракан арӑм ҫук, ачи-пӑчи ҫук. Чӑваш халӑх сайтне хупса тӗнче тӑрӑх тухса кайӑп.