Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Волжанка» санаторинче зоокӗтес те пур. Унта икӗ курпунлӑ тӗве усраҫҫӗ. Ирӗке хӑнӑхнӑ чӗрчуна картара хупса усрани хӑех тӗлӗнмелле пек те, унта пурӑнакан тӗве ами нумаях пулмасть йыш хушнӑ.
Тӗве ами санаторине епле лекни пирки «Волжанкӑн» гендиректорӗ Алексей Лапшин ҫапларах каласа панӑ. Кӑнтӑр енчи чӗрчуна пуҫлӑха Казахстанри тусӗсем парнеленӗ. Инҫе ҫӗртен тӗвене ятарлӑ фургонта илсе килнӗ.
Виҫӗ ҫулхи тӗве ами, ӑна Гуля ят панӑ, ҫак кунсенче амӑшӗ пулса тӑнӑ. Казахстанран ҫитӗ хаклӑ парне пӗтӗ пулнине никам та пӗлмен иккен. Санаторире тӑрӑшакансем ӗҫе ҫитеҫҫӗ те Гуля пӗчӗк тӗвепе тӑнине асӑрхаҫҫӗ. Халӗ амӑшӗпе ачине уйрӑм вырӑна куҫарнӑ. Тӗве ҫури ултӑ уйӑх амӑш сӗчӗпе тӑранса пурӑнӗ. Тин кӑна ҫӑвӑрланӑ тӗве амине те тутлӑ тӑрантараҫҫӗ: унӑн рационне кишӗр, купӑста тата ытти тутлӑ ҫимӗҫ кӗртнӗ.