Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ 800 ытла ӗҫ йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.04.2016 08:09 | 3256 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса вӑхӑтра килнӗ ӗҫсене «Шкул ТВ» канала кӗртсе пӗтерни пирки хыпарлатпӑр. Видеосӑвӑсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Владимир Андреев пире хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарас терӗ.

Видеоконкурса хутшӑнма пӗтӗмпе 814 ӗҫ йышӑннӑ. Вӗсене ҫак кунсенче жюри членӗсем хаклама пуҫлаҫҫӗ.

Йышӑнман ӗҫсем те, шел пулин те, сахал мар пулни пирки пӗлтерет Владимир Юрьевич. Чи паллӑ сӑлтавсенчен пӗри — ашшӗ-амӑшӗнчен илнӗ заявлени пулманни. Унсӑрӑн ачасене ӳкернӗ видеона интернета кӑларса хума пултарайман. Унсӑр пуҫне заявкӑсене тӗрӗс мар тултарни те тӗл пулнӑ. Чӑвашла ҫырма ыйтни куҫкӗрет пулин те заявкӑсен пӗр пайӗ вырӑсла килнӗ, тепӗр пайӗ ни вырӑсла, ни чӑвашла, виҫҫӗмӗш пайне «чӑвашла шрифтсемпе» ҫырнӑран вулама май килмен.

Ярса панӑ хӑш-пӗр ӗҫсенче ачасене видео ӳкерме васкавлӑн хатӗрлени те сисӗннӗ. Ачасем сӑввисене лайӑх вӗренсе ҫитеймен пулин те ӳкерме васканӑ. «Конкурс положенийӗнче сӑвӑсене калама кӑна мар, вулама та юрать тенине темиҫе ҫын кӑна асӑрханӑ пулмалла. Сӑвӑсене питӗ япӑх е сасӑсене тӗрӗс мар каланӑ, е пусӑма пачах тӗрӗс мар лартса каланӑ сӑвӑсене конкурса кӗртмерӗмӗр. Вӗсем нумаях мар та, ҫапах та пур», — пӗлтерчӗ Владимир Андреев.

Конкурса ирттерме хатӗрленӗ вӑхӑтра эпир нумай ӗҫ ярса парасса кӗтменччӗ — 200–300-тен ытларах пуласса шанман та. Анчах та килнӗ ӗҫсем пинрен те иртрӗҫ. Ҫавна пулах конкурса пӗтӗмлетесси тӑсӑлса каясси те шутламасӑрах паллӑ. Жюри членӗсене ун чухлӗ ӗҫрен чи лайӑххисене суйласа илме чӑннипех те кӑткӑс тата йывӑр пулать. Хаклавҫӑсем ку ӗҫе пурпӗрех кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме шантараҫҫӗ — чыслава вӗсем ака уйӑхӗнчех, чӑваш чӗлхин кунне уявланӑ кунсенчех, ирттерес шухӑшлӑ.

Конкурса хутшӑннисене пурне те пархатарлӑ ӗҫе активлӑн хутшӑннӑшӑн тав тӑватпӑр, пурне те, вӑл шутра конкурса кая юлса килнӗ ӗҫсемшӗн те, хутшӑнакан свидетельствипе тивӗҫтерме шантаратпӑр.

#Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #ачасем, #конкурссем, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем