Куславкка Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫнӑ хуласенчен пӗри пулнӑ май ҫулла унти пристане теплоходсем вӗҫӗмех чарӑнаҫҫӗ. Унпа ҫула тухнисем хулапа паллашнӑ май вырӑнти хыснана кӗмӗл хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та туристсене ҫухатасшӑн мар вырӑнтисем. Ун валли вара вӗсене пристань кирлӗ. Ӑна кашни ҫуркунне Шупашкарти юханшыв порчӗ вырнаҫтарать. Тӑкакӑн пӗр пайне порт хӑй ҫине илет, теприне — хула. Пӗлтӗр 2,6 миллионне Куславкка район хыснинчен уйӑрнӑ пулсан, кӑҫал Шупашкар юханшыв порчӗ 4,5 миллион ыйтнӑ. Ку суммӑна карапсене ҫыранпа ҫыхӑнтарни те, дебаркадер (пристане ҫапла калаҫҫӗ) та кӗрет.
Район администрацийӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн, суту-илӗвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Пушков пӗлтернӗ тӑрӑх, район хыснинчен 2,8 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫапа Шупашкар юханшыв порчӗ килӗшессипе килӗшмессине куславккасем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха.